| 2766 | Вӑхӑчӗпе пасара, вӑхӑчӗпе ясара. | Вӑхӑт — Талккӑш |
| 2767 | Вӑхӑчӗпе пӑтранчӑк шыв та тарӑлать. | Вӑхӑт — Талккӑш |
| 2769 | Вӑхӑчӗпе хӗвеле те пӗлӗт хупӑрлать. | Вӑхӑт — Талккӑш |
| 3191 | Вырсарникун вырӑс ӗҫ тумасть теҫҫӗ. | Ҫӗр — Кун |
| 3192 | Вырсарникун вырӑс кунӗ теҫҫӗ. | Ҫӗр — Кун |
| 3190 | Вырсарникун ӗҫлесен эрнипех ӗҫ ӑнмасть. | Ҫӗр — Кун |
| 3438 | Елӗк пӗр ҫӑпалапа вуниккӗн тӑраннӑ. | Ӗлӗк-авал — Ку чухне |
| 2852 | Ерипен каякан мала тухнӑ, хытӑ каякан кая юлнӑ. | Хуллен — Хӑвӑрт |
| 2850 | Ерипен, васкамасӑрах теҫҫӗ. | Хуллен — Хӑвӑрт |
| 2851 | Ерипен, ермеккей, хыт ан чуптар, мемеккей. | Хуллен — Хӑвӑрт |
| 1083 | Ӗлӗк вуниккӗн пӗр алтан пуснӑ. | Ӗлӗк-авал — Ку чухне |
| 3433 | Ӗлӗк вуниккӗн пӗр така пуснӑ. | Ӗлӗк-авал — Ку чухне |
| 3434 | Ӗлӗк ӗлӗкчӗ, пирӗн пӳрт те ҫӗрӗкчӗ. | Ӗлӗк-авал — Ку чухне |
| 3435 | Ӗлӗк качча каяс текен хӗр качча каяйман, вилес текен карчӑк вилеймен. | Ӗлӗк-авал — Ку чухне |
| 3436 | Ӗлӗк пӗр пусшӑн пӗр ҫул ӗҫленӗ тет. | Ӗлӗк-авал — Ку чухне |
| 3437 | Ӗлӗк пӗр спаҫҫипӑшӑн пӗр ҫул ӗҫленӗ. | Ӗлӗк-авал — Ку чухне |
| 3439 | Ӗлӗк пӗр хӗр каланӑ тет: «Атте лаша панӑ пулсан кӳлӗттӗм те кайӑттӑм, кӳме ҫук», — тенӗ тет. | Ӗлӗк-авал — Ку чухне |
| 3440 | Ӗлӗк пӗри хӑй ҫӗлӗкне пытарса хӑй вӑрланӑ тет. | Ӗлӗк-авал — Ку чухне |
| 3441 | Ӗлӗк сехет вырӑнне хырӑм пулнӑ. | Ӗлӗк-авал — Ку чухне |
| 3442 | Ӗлӗк ҫын вырӑнне ҫын тӑраттарнӑ. | Ӗлӗк-авал — Ку чухне |
| 3443 | Ӗлӗк ҫынсен Мӑнкунччӗ, пирӗн яланах юнкунччӗ. | Ӗлӗк-авал — Ку чухне |
| 3444 | Ӗлӗк тӳрем ҫӳремен, ҫавра ҫӳренӗ. | Ӗлӗк-авал — Ку чухне |
| 3445 | Ӗлӗк чӑтлӑх пулнӑ та, чӑтлӑхран аташса тухайман. | Ӗлӗк-авал — Ку чухне |
| 3446 | Ӗлӗк чухне ӗлӗкчӗ, ҫичӗ хӗл каҫнӑ пӑланччӗ. | Ӗлӗк-авал — Ку чухне |
| 3447 | Ӗлӗк шыв илнӗ вырӑна хӑҫан та пулсан шыв илет. | Ӗлӗк-авал — Ку чухне |
| 3448 | Ӗлӗк шыв та йӗперех пулнӑ тет. | Ӗлӗк-авал — Ку чухне |
| 3431 | Ӗлӗк-авал, апай улпут майри пулнӑ ҫул. | Ӗлӗк-авал — Ку чухне |
| 3432 | Ӗлӗк-авал, аҫу качча кайнӑ чух. | Ӗлӗк-авал — Ку чухне |
| 3452 | Ӗлӗкхи халӑх ҫитмӗл те ҫичӗ Киремете ӗненсе пурӑннӑ. | Ӗлӗк-авал — Ку чухне |
| 3308 | Ӗнер вилнӗ тӑмана паян килнӗ хӑнана. | Ӗнер — Паян |
| 3309 | Ӗнер ӗненмен, паян алран яман. | Ӗнер — Паян |
| 3310 | Ӗнер ӗнес пулнӑ тет. | Ӗнер — Паян |
| 3311 | Ӗнер пӗтнӗ ҫӑкӑра паян тепре пуҫлаймӑн. | Ӗнер — Паян |
| 3312 | Ӗнерхи кун иртнине паянхи те иртетех. | Ӗнер — Паян |
| 3313 | Ӗнерхи куна хунарпа шыраса та тупаймӑн. | Ӗнер — Паян |
| 3314 | Ӗнерхи ҫиле паян хуса ҫитеймен. | Ӗнер — Паян |
| 3315 | Ӗнерхи ухмах ҫӗр каҫиччен ӑса кӗрес ҫук. | Ӗнер — Паян |
| 3193 | Ир пулать те, каҫ пулать теҫҫӗ. | Ҫӗр — Кун |
| 3481 | Иртекен пӗлӗте тытса чараяс ҫук. | Иртни — Пуласси |
| 3482 | Иртен ӗмӗр иртетех, ним парса та чарма ҫук теҫҫӗ. | Иртни — Пуласси |
| 3483 | Иртнӗ асап хӑратмасть, курас асап хӑратать. | Иртни — Пуласси |
| 3484 | Иртнӗ кун вӑл — юхса кайнӑ шыв. | Иртни — Пуласси |
| 3485 | Иртнӗ кун таврӑнмасть. | Иртни — Пуласси |
| 3486 | Иртнӗ куна ан шыра. | Иртни — Пуласси |
| 3487 | Иртнӗ куна тавӑраймӑн, пулассинчен хӑтӑлаймӑн. | Иртни — Пуласси |
| 3488 | Иртнӗ кунӑн ӑшши ҫук. | Иртни — Пуласси |
| 3489 | Иртнӗ кунӑн ҫутти ҫук. | Иртни — Пуласси |
| 3490 | Иртнӗ кунсем чӗрӗлмӗҫ. | Иртни — Пуласси |
| 3491 | Иртнӗ куншӑн ан ӳкӗн. | Иртни — Пуласси |
| 3492 | Иртнӗ ҫумӑра юпах тихапа ан хӑвала теҫҫӗ. | Иртни — Пуласси |